Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗнӗ Мами

Персона
vk.com/chuv_kray сайтри сӑн
vk.com/chuv_kray сайтри сӑн

Канаш муниципаллӑ округӗнчи Ҫӗнӗ Мами ялӗнче ҫуралнӑ Анастасия Федорова 102 ҫул тултарнӑ.

Анастасия Никитична Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Хусан хӳтӗлев чиккине чавнӑ, Иваново облаҫӗнче торф кӑларнӑ, вӑрман касма та кайнӑ. 1951 ҫулта вӑл качча тухнӑ, мӑшӑрӗпе тӑватӑ хӗр ӳстернӗ. Халӗ кинемей мӑнукӗн ҫемйипе пурӑнать. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ. Анастасия Никитична шкул пӗтерсен ӗмӗр тӑршшӗпех «Ворошилов» колхозра ӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/chuv_kray
 

Чӑвашлӑх

Чӑваш Енри шкулсенче «Виҫӗ хӗвел» (вырӑслаТри солнца) ятлӑ кӗске метрлӑ фильма кӑтартаҫҫӗ. Ӑна шкул ачисем хут пухса тунӑ укҫапа ӳкернӗ.

«Вести.Чувашия» телекурав пӗлтернӗ тӑрӑх, макулатура пуҫтарма 286 шкул хутшӑннӑ.

Фильма Шупашкарта, Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра тата Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Мами ялӗнче ӳкернӗ.

Кӗске метрлӑ кинолента чӑваш халапӗсемпе тата йӑли-йӗркипе паллаштарать, ҫынсене юратма вӗрентет теҫҫӗ ӑна ӳкернисем.

Фильм сценарисчӗ тата режиссёрӗ – Елена Дубровская. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кинолентӑна «Киноуроки» (чӑв. Киноуроксем) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май ӳкернӗ. Асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн 37 кинолента ӳкернӗ, пӗтӗмпе 99 фильм ӳкерме тӗллев лартнӑ.

«Виҫӗ хӗвел» фильма Раҫҫейри мӗнпур шкулта класс сехечӗсен вӑхӑтӗнче кӑтартӗҫ.

Сӑмах май каласан, виҫӗ хӗвел пирки юмах-халап ытти хӑш-пӗр халӑхӑн фольклорӗнче те тӗл пулать.

 

Пӑтӑрмахсем

Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Мами выҫҫӑлккинче пӗр килте харӑсах иккӗн вилнӗ. Ахӑртнех, 35 тата 45 ҫулсенчи пӗртӑвансем сӗрӗм тивнипе пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку ӗҫ-пуҫ пирки халӗ следствичченхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

Официаллӑ ҫӑлкуҫсем хыпарланӑ тӑрӑх, пиччӗшӗпе шӑллӗн виллисене пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче каҫ кӳлӗм Ҫӗнӗ Мами выҫҫӑлккине Шупашкартан пынӑ ашшӗпе амӑшӗ асӑрханӑ. Вӗсем пырса кӗнӗ вӑхӑтра пӳртре ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланнӑ, кӑмака юшки хупӑ пулнӑ, ӑшӑ пӑрӑхӗсем сивӗнме ӗлкӗреймен.

Малтанлӑха ҫакӑ паллӑ: ку инкек кӑмакапа юрӑхлӑ усӑ курманнипе пулнӑ, пӗртӑвансем вара сӗрӗм тивнипе пурнӑҫран кайнӑ. Арҫынсен ӳчӗ ҫинче суран таврашӗ пулман, вӗсем кампа та пулин кӗрешни-ҫапӑҫни уҫӑмланман. Апла пулин те инкекӗн чӑн сӑлтавне пӗлме судпа медицина тӗпчевӗ ирттерме йышӑннӑ.

 

Республикӑра Николай Ивановичпа Юлия Тимофеевна Ивановсем
Николай Ивановичпа Юлия Тимофеевна Ивановсем

Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Мами ялӗнче пурӑнакан Николай Ивановичпа Юлия Тимофеевна Ивановсем ҫамрӑксемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх. 60 ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑртан вӗренмелли пурах ҫав.

Вӗсем Канашра паллашнӑ. Николай Иванович ун чухне Канашри вӑрман промышленноҫӗпе хуҫалӑхӗнче тиевҫӗре ӗҫленӗ. Юлия Тимофеевна унта Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкерен ӗҫлеме килнӗ. Ҫапла Ивановсен ҫемйи чӑмӑртаннӑ.

Ивановсем 8 ачана ура ҫине тӑратнӑ. Мӑшӑр питӗ ӗҫчен, ҫынпа ӑш пиллӗ. Ивановсем тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӑван «Канаш» колхозра тӑрӑшнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те — ӗҫ ветеранӗсем, иккӗшне те Хисеп хучӗпе чысланӑ.

Йӑлапа килӗшӳллӗн, мӑшӑр хисеплӗ юбилярсен кӗнекине ҫырса хӑварнӑ. Хисеплӗ мӑшӑра вырӑнти тӳре-шара, тӑванӗсем, пӗлӗшӗсем саламланӑ.

Сӑнсем (9)

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын